Чӑваш чӗлхипе литература эрни малалла пырать

Чӑваш  чӗлхипе литература эрни   малалла пырать

 Паян 5-7 класра  «Кроссвордсемпе  ребуссем  шутлатпӑр» тавҫӑруллисен конкурсӗ иртрӗ.
Ребус, кроссворд, анаграмма тупасси хӑйне евӗрлӗ илӗртӱллӗ ӗҫ.  Конкурс  ачасене ӑс-хакӑлне аталантарма, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсене туптама, тавра  курӑма  ÿстерме  пулӑшать.   Çакӑн евӗрлӗ конкурс ачасене пӗлӗвне ҫирӗплетме,  пултарулӑхне  тӗрӗслеме  пулӑшать.
Тавҫӑруллисен шутӗнче чи маттуррисем  Андреева Анастасия, Петрова Юлия, Семёнов Егор,  Андреев Павел, Семёнова Виктория, Федякова Виктория, Николаев Иван, Васильева  Дарья, Мартынова Арина, Андриянов Ярослав, Николаева Арина, Федякова Кристина  пулчӗҫ.