Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024 иртрӗ

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024 иртрӗ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ.

Акцин  тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин сумĕпе хисепне ÿстересси. чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне палӑртасси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси.
Пысӑк Енккассинчи  вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те çак акцие хутшăнчĕç. Кӑҫал диктанта 19 ҫын ҫырчӗ. Вĕсен хушшинче 8-10-мĕш класра вĕренекенсем тата шкулта вĕрентекенсем. Вĕсем, çак асăннă диктанта хутшăнса хăйсен пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç.

 «Пиллĕк» паллă илнисен шутĕнче 7 ача тата 2  вӗрентекен: Григорьева А.П.(математика учителӗ), Иванова И.В. (чӑваш чӗлхипе литература учителӗ),  Артемьева Карина (10кл.), Васильева Нелли (10 кл.), Королькова Милена (10 кл.), Антонова София (9 кл.), Александрова Виктория (9кл.), Петрова Ксения (9кл.), Миронова Ульяна (8 кл).   «Тăваттă» илекенсем вара çиччĕн пулчĕç.

Малашлăхра чӑваш чӗлхине юратса вӗренекенсен йышӗ татах та ӱсессе шанатпӑр.  Яланах пурин те  ӑнӑҫу пултӑр!