«Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци

«Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци

Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Енĕн мухтавлă ентешĕсене халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерчĕ. Акцие Алексеева Галина Васильевна (вырǎс  чĕлхипе литературине вĕрентекен),  Иванова Ирина Васильевна (чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен), Григорьева Аврора Петровна  ( математикǎпа информатика предмечĕсене вĕрентекен) хутшǎнма кǎмǎл турĕç.  Вĕсем В.Урташ тата Петĕр Хусанкай çырнǎ сǎвǎсене вуларĕç. Ачасем хушшинче те сǎвǎ вуласа акцие хутшǎнас текенсем пулчĕç. 

Ссылка на видео: https://cloud.mail.ru/public/CyGZ/PC4CUofc1