Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ

Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ



 Тунти кун, ака  уйăхĕн 22-мĕшĕнче,  Пысӑк  Енккасси  шкулӗнче   Чăваш чěлхи эрни пуҫланчě. Вӗренекенсем  чӑваш халӑх юмахӗсемпе, наци йӑли-йĕркине, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет енчен аталанма пулӑшакан чӑваш халӑх халапӗсемпе паллашрӗҫ.  Шкулта  тӑван чӗлхепе   "Уйӑх ҫинчи хӗр", "Ҫил ачисем", "Паттӑр Йӑван" мультфильмсем курчӗҫ.
 Ҫакна палӑртас килет: юмахсем ачасене туслӑ пурӑнма, чӑтӑмлӑ пулма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пӗччен мар, пӗрле ҫӗнтерме, кӑткӑс лару-тӑрура тӗрӗс пурӑнма, Тӑван Ҫӗршыва юратма вӗрентеҫҫӗ.