Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ

Акан 25-мӗшӗ -  Чӑваш чӗлхи кунӗ. Чăвашсене  çутта тухма пулăшнă  И. Я. Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

Ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас, халăх традицийĕсене упрама, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе 2-мĕш класра вĕренекнсем И.Яковлев калавӗпе ӱкернӗ «Ҫуркунне» фильм курчӗҫ, Иван Яковлевич пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ.

6-мĕш класра вӗренекенсем плакатсем хатӗрлерӗҫ.

И.В. Иванова вӗрентекен ачасене тӗрлӗ тапхӑрта тухнӑ чӑваш чӗлхи кӗнекисемпе паллаштарчӗ.

Чӑваш  чӗлхи кунӗ  усӑллӑ иртрӗ.